Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ «ТНТ» телеканалӑн «Титаны» реалити-шоуне хутшӑнать. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, «унта Раҫҫейри чи вӑйлӑ 99 ҫын чӑн мар ӑс-хакӑл хатӗрленӗ хӑнӑхтарусене пурнӑҫлӗ, ҫав йышра – пирӗн ентешӗмӗр Дарья Нагорная та. Пур хӑнӑхтарӑва та ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ атлет чи вӑйли ятне тивӗҫӗ тата 10 млн тенкӗллӗ пулӗ».
Дарья Нагорная – Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнче чемпионки тата спорт гимнастики енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ретромашинӑсен куравӗ иртет. Вӑл паян 19 сехетре уҫӑлӗ.
Машинӑсем вырӑнта, курава хатӗр. Курав виҫӗ кун иртӗ, ҫав вӑхӑтра хулара транспорт ҫӳресси кӑштах улшӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 14 сехетчен хаш-пӗр вырӑнта транспорта ҫӳреттермӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупшкарта машинӑсен кӑна мар, мотоциклсен куравӗ те ирттерме палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗ Канаш, Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисене округсемпе пӗрлештересси пирки йышӑну тунӑ.
Улатӑр тата Ҫӗмӗрле округӗсенче 20-шер депутат пулӗ, Канаш округӗнче - 31. Вӗсене пӗр мандатлӑ округсемпе виҫӗ ҫуллӑха суйлӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ - 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен.
Ҫапла халӗ республикӑра уйрӑм статуслӑ икӗ хула ҫеҫ юлнӑ: Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
Республикӑра «Ҫулталӑкри вӗрентекене» палӑртнӑ. Кӑҫал ку ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимвов тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чысланӑ. Вӗрентекенсене 11 номинацире палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.
Артем Максимов – 32 ҫулта. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ, унтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори факультетне пӗтернӗ. Вӑл вӗренӳ тытӑмӗнче 10 ҫул ӗҫлет.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне 9 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ.
Кабель эстакадине юсанӑ чухне пластик оросительсем тата градирни обшивки ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ.
«Химпром» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман. Ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх ҫук. «Сывлӑша сиенлӗ япаласем тухас хӑрушлӑх ҫук», - тенӗ пресс-служба.
Ӗнер каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫветтуй Николай храмӗн клирикӗн, Чӑваш митрополийӗ кӑларса тӑракан «Турӑ тата ҫын» журналӑн редакторӗн, Геннадий Поляков иерейӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Геннадий атте 70 ҫулта пулнӑ, вӑл чылай вӑхӑт чирленӗ.
Вӑл журнал пуҫарса ярса ӑна 10 ытла ертсе пынӑ, Куславккари тата Шупашкарти храмсенче служба ирттернӗ.
Геннадий аттепе ыран, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир кнеҫӗн соборӗнче ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн (вӑл 7 сехет те 40 минутра пуҫланать) сывпуллашӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар каччи, Илья Фёдоров, воллейбол енӗпе Раҫҫей чемпиоантӗнче ҫӗнтернӗ. Каччӑ Хусанти «Зенит» командӑра вылять. Хусанти команда Мускаври «Динамӑна» ҫӗнтернӗ.
Илья — 21 ҫулта. Хусанти «Зенит» йышӗнче вӑл 2017 ҫултанпа вылять. Унччен маларах каччӑ командӑпа пӗрлРаҫсей кубокӗнче ҫӗнтернӗ кӑна мар, Ҫамрӑксен хушшинче Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Паян 2025 ҫулта хӑтлӑх кӗртмелли территорисене суйламалли юлашки кун. Сасӑлав онлайн мелпе пырать: https://21.gorodsreda.ru/. Сасӑласа юлӑр!
Шупашкарта пурӑнакансене Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварне е Максимов аллейине суйлама сӗннӗ. Хальлӗхе 51,4 пин ҫын сасӑланӑ. Хӑшӗ ҫӗнтерни паллӑ мар.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ытларах Собор лапамне илем кӳрессишӗн сасӑланӑ.
Кӑҫал сасӑлава 55 объектпа дизайн-проекта сасӑлава тӑратнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лексе вӗсене 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Лешсем яланхи схемӑпах усӑ курнӑ.
Малтан хӗрарӑм патне телефон операторӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Унӑн тарифӗ улшӑнать-мӗн, ҫавӑнпа смспа килнӗ кодсене калама ыйтнӑ. Унтан «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑма укҫине хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку вӗсене итлесе 1 млн тенкине куҫарнӑ.
Анчах ултавҫӑсене ку та ҫитмен. Вӗсем хӗрарӑм патне шӑнкӑравлама пӑрахман. Ҫапла вӑл 1,7 млн тенкине ҫухатнӑ.
Халӗ полици ултавҫӑсене тупас тӗлӗшпе ӗҫлет.
Ӗнер каҫхине, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта темӗнле ҫынсем троллейбуса пенӗ. Ҫав вӑхӑтра транспортра ҫын нумай пулнӑ.
Троллейбус ҫав самантра Винокуров урамӗнчен Строительсен урамне пӑрӑнма тӑнӑ. Палламан ҫынсем пенӗ хыҫҫӑн транспортӑн кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Юрать-ха, ҫынсем аманман.
Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |